Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.
Тутарстанра ҫавраҫил пулни пирки ӗнер пӗлтертӗмӗр. Вӑл Чӑваш Ене килмест тесе хыпарланӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫил Ҫӗрпӳ районӗнче те пулнӑ.
Вӑйлӑ ҫил районӑн пӗр пайне пырса тивнӗ. Унта йывӑҫсем тӳнсе кайнӑ. Хӑш-пӗр ҫуртӑн тӑррисене сиенлетнӗ, парниксене илсе ывӑтнӑ. Аслати те кӗмсӗртетнӗ. Подстанцие аҫа ҫапнӑ. Халӗ коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем таврана тирпейлеҫҫӗ.
Синоптиксем халех ӑшӑ ҫанталӑка кӗтмелле маррине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче ҫил хушӑран 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫитес 5 кунра республикӑра ҫил лапланмӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ.
Чӑваш Енри яш-хӗр, 11-мӗш класран вӗренсе тухаканскерсем, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытма пуҫланӑ. Паян ҫамрӑксем географипе тата информатикӑпа пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ.
Географипе 352 ҫын ППЭ тытнӑ. Информатика предметне вара 679 яш-хӗр суйланӑ. Вӗсем экзаменсене ултӑ пунктра тытаҫҫӗ: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Географипе ППЭ 3 сехет тӑсӑлнӑ. Унта ҫамрӑксем линейкӑпа, транспортирпа, калькуляторпа усӑ курнӑ. Информатика экзаменне вара нимӗн те илсе кӗме юраман.
Сӑмах май, кӑҫал географипе сахалтан та 37 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра пурӑнакансене ейӳ нуша кӑтартман. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ ейӳпе кӗрешекен комисси.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑласран сыхланас енӗпе ирттерекен мероприятисене республикӑри пур муниципалитетра та пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ялсем тата экономика объекчӗсем ейӳ нушине курман.
Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарассине пӗлтернӗччӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 2200 ҫын пурӑнать. Малтан кӑҫалхи ейӳ Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче уйрӑмах хӑрушӑ пулассине каланӑччӗ.
Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе, Ҫӗрпӳ район администрацине Андрей Павлов ертсе пыма пуҫланӑ. Унӑн кандидатурине малтан республикӑри конкурс комиссийӗ пӑхса тухнӑ. Унтисен «али витӗр» тухнӑскере Районти депутатсен пухӑвӗн XIV черетсӗр ларӑвӗнче ырланӑ, депутатсем кандидатурӑшӑн сасӑланӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнче тата Раҫҫейӗн коопераци университетӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине район администрацийӗн сайтӗнче хальлӗхе пичетлеменччӗ.
38 ҫулти пуҫлӑх Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкра ҫуралнӑ. Муниципалитета вӑл Районти депутатсен пухӑвӗн хальхи созывӗ вӗҫлениччен ертсе пырӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн унчченхи пуҫлӑхӗн Александр Казаковӑн контракчӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗҫленнӗччӗ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Фаина Александрова 1922 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Ункӑҫумри пуҫламӑш шкулта, кайран Тракри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче Красноармейскинчи вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. 1945–1948 ҫулсенче райпланра плановикра ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Афанасий Михайловпа ҫемье ҫавӑрнӑ. 5 ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 1948 ҫулта пурнӑҫ кинемее Шор-Пусай ялне илсе ҫитернӗ. Унта вӑл 75 ҫула ҫитичченех колхозра ӗҫленӗ.
Халӗ Фаина Тимофеевна пӗчченех пурӑнать. Ветеран сурӑхсем, чӑхсем усрать.
95 ҫулхи юбилей ячӗпе Фаина Тимофеевнӑна Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов тата Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин саламланӑ.
Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкула генподрядчик пулса унти «8-мӗш ПМК» акционерсен обществи хӑпартассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, шкул 1000 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӗҫе строительсен кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Халӗ вара тепӗр конкурс иртнӗ. Ӗҫе епле пурнӑҫланине тӗрӗслекене палӑртнӑ. «Стройторгсервис» предприяти ҫак тивӗҫе контракт хакне малтанласа палӑртнинчен 85 процент йӳнетсе ӗҫе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара строительсен тӑрӑшӑвне хаклама малтан палӑртнӑ пек 5 млн 762 пин тенкӗ кирлӗ те пулмӗ. Конкурса пурӗ 10 организаци хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-организаци 827 пин тенкӗпе пахалӑхлӑ тӗрӗслев ирттересси аптӑракансем те пур-мӗн. Ҫитменнине, шкул пӗчӗк те пулмӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратури ишӗлекен ҫуртсене сӳтесси (вӗсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ, ҫурчӗсем тӑрса юлнӑ) епле пынине тишкернӗ.
Кивӗ ҫуртран куҫармалли 2013–2017 ҫулсенчи республика программине 844 ҫурта кӗртнӗ. Патӑрьел, Елчӗк районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта япӑх ҫурт-йӗр ҫук-мӗн.
Прокуратура тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 553 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарнӑ. Вӗсенчен 364-шне ишнӗ, ыттисене тӗкӗнмен.
Пушанса юлнӑ ҫуртсене пӗтӗмпех пушатса пӗтернисем — 10 муниципалитет: Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай.
12 район-хулара 189 ҫуртран ҫынсене ҫӗнӗ ҫӗнӗ куҫарса пӗтермен, ҫав шутран 72-шӗнчен куҫармалли вӑхӑт иртсе кайнӑ. Вӑхӑтра мера йышӑнманнисем шутӗнче прокуратура, Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене, Улатӑр, Элӗк, Вӑрмар, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене асӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ ултавҫӑсенчен шар курнӑ. Ӑна «сиплевҫӗ» шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ.
Арҫын ача полицие ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килнӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ «сиплевҫе» халӑх тетелӗнче тупнӑ. Хайхискер пӑснине сирме шантарнӑ, куншӑн, паллах, укҫа ыйтнӑ. Сахал мар. Каччӑ унӑн счечӗ ҫине 23900 тенкӗ куҫарсан лешӗ телефонне тӑрук тытма пӑрахнӑ. «Сиплевҫӗ» ӑна «хура списока» кӗртнӗ.
Паллӑ ӗнтӗ: ултавҫӑ пӑснине сирес тесе пӗр йӑла-йӗрке те туман. Халӗ полици ҫав «сиплевҫе» тупас тӗллевпе оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |